Александр Васильев - Шаккарĕç кантăкран (1998)

Аватар автора
Famous Couples Chronicles
(Кĕвви С. Толстовăн - Сăмахĕсем Г. Яковлеван .) ШАККАРĔÇ КАНТĂКРАН кĕвви С.Толстовăн сăвви. Г. Яковлеван Шак-шак-шак шаккарĕç кантăкран Кантăка эп уçрăм васкаса Чĕремре халь пит йывăр суран Хурлăх килчĕ, кĕчĕ ыткăнса Хурлăх, ма суйларăн эс мана Эп сана чĕнменччĕ хăнана Мĕншĕн-ши эс хуçрăн кăмăла Тăрăшсах лăскарăн чунăма. Шак-шак-шак шаккарĕç алăкран Алăка эп уçрăм тăхтаса Ман шăпам кулатăн пуль манран Инкек килчĕ, кĕчĕ вăркăнса Инкек, ма суйларăн эс мана Эп сана чĕнменччĕ хăнана Мĕншĕн-ши эс хуçрăн кăмăла Тăрăшсах лăскарăн чунăма Кантăка хупмастăп юриех Çут хĕвел вылятăр шевлипе Алăка эп уçрăм яриех Кĕр телейĕм, ан тăр вăтанса Телей, ман телей ăçта çÿрен Мĕншĕн-ши вăрах эс кĕттерен Шанчăка çухатмăп эп пĕрех Ман пата эс çитĕн пурпĕрех

0/0


0/0

0/0

0/0