Тăван енĕм - Елчĕк ен! Н. Краснов

Аватар автора
Природные рецепты: исцеляющие секреты растений
Тăван енĕм - Елчĕк ен! (сăвви тата кĕвви Н. Красновăн). Чăвашсе пур çĕрте те пĕлеççĕ, Тӳпери алтăр-çăлтăр таран. Елчĕксе те паян хисеплеççĕ, Пирĕнпе Ардалион, Андриан. Елчĕк витĕр юхать Пăла шывĕ, Шавласа чӳхенсе кăнтăра. Елчĕк урлă иртет Пăва çулĕ, Ал парса чăвашпа тутара. Хушса юрламалли: Хам çуралнă вырăн - пуринчен аван, Сар хĕвел те ыррăн çутатать ялан. Ман кунта савниçĕм, юлташпа тăван, Манăн Елчĕк енĕм ыр çынпа пуян. Лавккапа кафесем çĕкленеççĕ, Халăх йышлă çӳрет вĕсене. "Арбатпа" "Асамат" илĕртеççĕ, Тавар туянакан çынсене. Ыр енне улшăнать пурнăç шайĕ, Ял çынни те пĕлет савăнма. Аякран йыхăрать ыр самайĕ, Ырнă хыççăн хаваслă канма. Хушса юрламалли: Кунсерен Елчĕк ялĕ çĕнелчĕ, Мĕн тери халь хитре тĕп лапам. Геройсен сăнĕпе вăл çуталчĕ, Чечекпе илемленчĕ урам. Килсерен ялкăшать кăвак çулăм, Фонтанран шыв юхать шарласа. Хуларан кая мар савнă ялăм, Юрлас терĕм сана ырласа. Хушса юрламалли:

0/0


0/0

0/0

0/0

Скачать популярное видео

Популярное видео

0/0