сюжет на чувашском про Виръял шевлисем 2026 с.Аликово

Аватар автора
Малашне республика тата регионсем шайне тухасшӑн Элӗкри культура ҫуртӗнче «Вирьял шевлисем-ҫӗнӗ юхӑм» фестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Вӑл тӗрлӗ тӑрӑхри ансамбльсене пӗрлештерчӗ. Элӗк тӑрӑхӗнче 80-мӗш ҫулсенче 9 вокалпа инструмент ансамблӗ пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем юлманпа пӗрех. «Вирьял шевлисем» фестиваль ҫӗнӗрен вӑй илни вара пултарулӑх ушкӑнӗсене хӑват панӑ. Юрӑ-кӗвӗ уявӗ Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Элӗк тӑрӑхӗсенче пурӑнакансене пӗрлештерчӗ. Гала-концерта Татмӑшри «Ҫутӑ ӗмӗт» ансамбль фестивалӗн гимнӗпе пуҫларӗ. Ушкӑн репертуарӗ анлӑлансах пырать. Ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Пантелеймонов хӑй те юрӑсем ҫырать. «Ҫутӑ ӗмӗт» малтанах пултарулӑхӗпе тӑван ял халӑхне паллаштарнӑ. Унтан ушкӑн Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Ярмушкара, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутарта пулнӑ. Халӑх хапӑлласа йышӑнни пире хавхалантарать, теҫҫӗ артистсем. Сцена ҫине ушкӑнсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса тӗрлӗ вӑхӑтри юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Чи пӗлтерӗшли - фестиваль ҫамрӑксене пултарулӑхра пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшать. Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнчи «Ангелы рока» ансамбле куракансем уйрӑмах ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Фестивале хастар хутшӑннӑ тепӗр ушкӑн - Элӗк тӑрӑхӗнчи «Аса ил» ансамбль. «Вирьял шевлисем» фестивале ҫӗнӗрен пуҫарса ярас шухӑш ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Альберт Сергеевӑн ҫуралнӑ. Ентешсене пӗрлештерессипе чылай ӗҫ тунӑшӑн ӑна хисеп хучӗпе чысларӗҫ. Ансамбльсене те фестивале хутшӑннӑшӑн Культура министерствин тав хучӗсемпе чысларӗҫ, пултарулӑхне аталантарса пыма сунчӗҫ. Концерт 3 сехете яхӑн пычӗ. Пултарулӑх...

0/0


0/0

0/0

0/0

0/0