Манăçми салтаксем О. Яковлева. Чувашская песня под гармонь.

Аватар автора
Деревня саунд
чувашская песня на гармони. слова песни Манăçми салтаксем - О.Яковлева Каш - кашларĕ, ах, хура вăрман, Вăрманçăсем пуртă кăларсан. Тēрлē йывăç, ватти- çамрăкки, Пурччӗ хурăн, юман йывăççи. Ÿкрĕç- пēтрĕç çaмрăк йывăçсем, Эх, çаралчĕç вēсен речēсем. Пурăнса та курайман вĕсем, Ыттисемшēн пуç хуракансем. Х.Ю. 2 хут. Хуйхă сывлăшра вĕçет- вĕçет, Суккăр вилĕм алхасса çÿрет. Паттăрсем сăнаççĕ тÿперен, Манăçми юман пек салтаксем. 2.Касса илчĕç амĕш çумĕнчен, Туртса илчĕç ашшĕ килĕнчен. Çамрăк, çирĕп вăйпиттисене, Куç хуптарчĕç ĕмĕр- ĕмĕрне. Ăнланса ĕлкĕрейменскерсем, Пĕлĕтсем çинче ĕнтĕ вĕсем. Пурăнса та курайманскерсем, Ыттисе пурнăç паракансем. Х.Ю. 2 хут.

0/0


0/0

0/0

0/0