"Пурнăç урапи" на гитаре - исп. Володя Курносов

Аватар автора
Loves Melody
Текст: Юман ларать кашласа, Юри хыттăн шавласа. Сасси атте сасси пек, Ăс парса вĕрентнĕ пек. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Çăка ларать кашласа, Çавра сăмах каласа. Сасси анне сасси пек, Манăн хута кĕнĕ пек. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Телей тени ахаль мар, Кулянмашкăн кирлĕ мар. Пурăнасчĕ çынсемпе, Атте-анне пилĕпе. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар.

0/0


0/0

0/0

0/0