Арӑм юнашар пулсан на гармони. Чувашские песни под гармонь.

Аватар автора
Landscape Design Expert
Вашему вниманию представлена песня Алексея Московского «Арӑм юнашар пулсан» на гармони. Как сыграть чувашскую песню на гармони. Песня Алексея Московского. Слова песни Арӑм юнашар пулсан. Мӑшӑра ҫеҫ пикерен, Суйласа чӗре илсен. Чаплӑ туй кӗрлеттерсе, Эпӗ ҫавӑртӑм ҫемье. Пӗр юрра шӑрантарса, Кун каҫатпӑр арӑмпа. Алла аллӑн тытӑнса, Утӑмлатпӑр пӗр ҫулпа. Припев: Пурнӑҫ савӑк мар пӗччен, Пур усси авланнинчен. Арӑм юнашар пулсан, Урайне витмест тусан. Кулленех чашка чашка Вучахра пиҫет яшка, Уявсем ҫитсен вара, Шӑртанпа хуплу умра. Ҫӗр ҫинче мӗн пур хусах, Ӑмсанать мана пайтах. Хупахра лара лара, Эпӗ ывӑнтӑм ара. Хӑмӑт тӑхӑнма мана, Ҫук никам та хистемен. Тав тӑватӑп шӑпана, Эп телейлӗ пулнинчен. Припев Чун юратнӑ арӑма, Ман пӗлесчӗ упрама. Кӑмӑлӗ ун сар ҫу пек, Сӑнӗ хӳхӗм хӗлхе пек. Ҫак хӗртен ахаль ыйтман, Эп хама тухма качча. Чи паха парне унран, Туп тулли ача пӑча. Припев Ик атте ман ик анне, Хисеплетӗп кашнине. Кирлӗ-и сӗнӳ кас кас, Пулӑшма вӗсем хавас. Чӑннипех те эп пуян, Ытарми тус тӑванран. Пӗр сӗтел тавра ялан, Пухӑнасчӗ май пулсан.

0/0


0/0

0/0

0/0