Кивӗ Этемшӳ (Емелькино) ялӗнчи салтак юрри.

Аватар автора
Смартфонные Открытия
Кивӗ Этемшӳ (д. Емелькино) ялӗнчи салтак юрри. Ку юрра 2014 ҫулта, авӑн уйӑхӗнче Тутарстанри, Аксу районӗнчи, Кивӗ Этемшӳ (Емелькино) ялӗнче ҫырса илнӗ. Юрра ҫак ялта кӑна юрламаҫҫӗ, кӳршӗ Ҫӗмӗртле, Ҫӗньял, Унтакшӑ ялӗсенче те. Вӗсем юрланинче уйрӑмлӑхӗ хӑшпӗр сӑмахӗсенче, кӗввине урӑхларах каланинче тӑрать. Кивӗ Этемшӳ ялне 18 ӗмӗр вӗҫӗнче Чӑвашьентен, Ҫӗрпу тӑрӑхӗнчен килнӗ Емельке, Кнеҫ, Памук ятлӑ ҫынсем пуҫласа янӑ. Ҫӗнӗ вырӑна вӗсем хӑйсемпе салтак юррине те илсе килме пултарнӑ. Авалхи юрӑ улшӑннӑ пулсан та, паян та хӑйӗн ӑшӗнче ӗлӗкхи кӗвве, сӑмахсене сыхласа хӑварнӑ. Ҫак юрӑ урлӑ Кивӗ Этемшӳне, таврари ялсене чӑвашсем ӑҫтан килнине тупма та пулать пуль, тесе шутлатӑп. Чӑнах та, Чӑвашьенти, Тутарстанри ялсенчи салтак юррисене илтсен пирӗн юрра ҫывӑх сӑмахсене, ҫаврӑмсене (куплетсене), кӗввине тупрӑм. Халь тата ҫакӑ уҫӑмлӑрах палӑрчӗ: пирӗн тӑрӑхри салтак юррине питӗ ҫывӑх Чӑваш Шупашкарӗнче (Новошешминский р-н, с. Чувашская Чебоксарка) юрлаканни. Ку авалхи вӑхӑтсенче пирӗн ялсем хушшинче хутшӑнусем, ҫывӑх ҫыхӑнусем пулнине пӗлтерет. Акӑ ҫав Ютубри юрӑсем: Юррине ҫырнӑ телефон диктофонӗ ҫине, юрлаканӗ - Микулай Павловски. Микулай Павловски. Чӗмпӗр-Кивӗ Этемшӳ (Емелькино). 05.02. 2019 г. Солдатская песня д. Емелькино, Аксубаевского района, Республики Татарстан. Состоит из 21 куплетов, собранных в сентябре 2014 г. Павловским Н. Г. Песня исполняется Павловским Н. Г., записана на диктофон телефона. Курава тӑваканни: Микулай Павловски. Автор видео: Н.Г.

0/0


0/0

0/0

0/0