Пиҫ, пиҫ, палан. Чувашская народная песня.

Аватар автора
Деревня саунд
чувашская народная песня на гармони. #сезонконтентаRUTUBE слова песни ПИҪ, ПИҪ, ПАЛАН/ Халăх юрри Пиҫ-пиҫ, палан, пиҫ палан: Сана пиҫме лартнă вěт Кăмакана чӱлмекпе. Чăт-чăт, тăван, чăт тăван: Сана чăтма лартнă вěт Сăйламашкăн к(ě) рекене. Пир(ě)н пахчара кӱлě пур – К(ă)вакал чăмма майě пур. Пир(ě) ҫакăнта тăвансем пур – Килсе кайма майě пур. Уҫланкăри ҫырлине Ҫупкăм-ҫупкăм ан татăр. Ҫупкăм-ҫупкăм татмасан Ӱлěм пулě тухăҫлă. Эпир кунтан кайсассăн Сăмах-юмах ан тăвăр. Хыҫран сăмах тумасан Ӱлěм килме кăмăллă. Ан кай, к(ă)вакал, шыв хěне: Пěрре уру йěпенет, Тепре чěппӱ ҫухалать, Ан тух, тăван, ăсатма: Пěрре кěрекӱ пушанать, Тепре чуну хурланать. Пěрре чуну хурланать, Тепре куҫу шывланать.

0/0


0/0

0/0

0/0