Серебряные волонтеры Аликовского муниципального округа Чувашской республики, 2026 г.

Аватар автора
SimunKoli
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Элӗк ентешлӗхӗ» пуҫарнипе, ертӳҫи Маргарита Михайловна Ильина, тӑван тӑрӑха ҫитсе «Кӗмӗл волонтерсен» ӗҫ-хӗлӗпе паллаштаракан видеокӑларӑмсем хатӗрлес терӗмӗр. Ҫак сӑваплӑ ӗҫе пурнӑҫа кӗртессине, тӗпрен илсен, Альберт Николаевич Сергеев хӑйӗн ҫине илчӗ. Ҫула иккӗн тухрӑмӑр: эпӗ тата Владислав Сергеев, вӑлах хурҫӑ утне тытса пычӗ, вырӑна ҫитсен сӑнӳкерчӗксем тӑвассипе ӗҫлерӗ, эпӗ ӗнтӗ, видеосъемка тӗлӗшӗпе тӑрӑшрӑм. Элӗк округӗнчи «Кӗмӗл волонтерсен» ертӳҫипе, Любовь Михайловна Константиновӑпа тачӑ ҫыхӑнура пулса 10 вырӑна ҫитрӗмӗр. Вӑхӑт ҫав тери хӗсӗк пулнипе, ҫитмелли ҫӗре вӑхӑтра ӗлкӗрес тесе, ҫул-йӗре кӑтартса пыракан Кучков Валерий Петровича, тимӗр урхамах хуҫине, тавтапуҫ. Ефимов Вячеслав Михайлович пирки волонтерсем ырӑпа асӑнса калаҫрӗҫ. Вырӑнсенче, ялти шкул/клуб/ библиотека таврашӗсенче ял ҫыннисем ҫав тери ӑшталанса ӗҫлеҫҫӗ, чуна парса ҫеткӑсем ҫыхаҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ типӗтеҫҫӗ, тӗрлӗ тумтир тавраш ҫӗлеҫҫӗ тата ытти те. Хӑйсенчен уйӑрса( укҫине те, вӑхӑтне те) хаяр ҫапӑҫу хирӗнчи салтаксен пурнӑҫне кӑшт та пулин ҫӑмӑллатас тесе темӗн таран тӑрӑшаҫҫӗ. Чыс та хисеп вӗсене! Ҫак кӑларӑмсене эпир пирӗн тыл ӗҫченӗсен сӑваплӑ ӗҫне кӑтартас, вӗсене хавхалантарас, пархатарлӑ ӗҫӗсене ӗмӗр асӑмра хӑварас тӗллевпе пурнӑҫларӑмӑр. Паллах, эпир кунченхинче пурин патне те ҫитеймерӗмӗр, каҫару ыйтатпӑр... Турри пулӑшсан, хамӑр тӑрӑшсан — ҫитӗпӗр-ха. Ҫитменнине ҫитерӗр, ытлашшине каҫарӑр. (Съёмки и монтаж Николая Семенова)

0/0


0/0

0/0

0/0

0/0