Ҫӗнӗ Йӗлмел (Новое Ильмово)

Аватар автора
Секретные коллекции
Тӑван ялӑм Ҫӗнӗ Йӗлмел, Ҫавӑнта ҫуралнӑ эп. Маншӑн вӑл ылтӑн та кӗмӗл, - Тунсӑхпа аса илеп. Ҫуртӑм-йӗрӗм ҫук пулин те, Тус-тӑван унта ман пур. Чӗререх ял панӑ витӗм, Пуҫ ҫине ҫусан та юр. Умӑмрах тӑраҫҫӗ чӗррӗн Пӗлнӗ ҫывӑх сӑн-питсем. Ҫул выртать ҫаплах тӳп-тӳррӗн, Ҫитӗп пит курас килсен. Асӑмрах ҫаран та улӑх, Ҫӑлкуҫ шывӗ, тыр пусси. Тӑван ялсӑр эпӗ - тӑлӑх, Пурӑнни те мӗн усси? Н. АЛЕКСЕЕВ.

0/0


0/0

0/0

0/0