06.10.2024 г. Севастополь. Чувашскому обществу Севастополя - 20 лет!

Аватар автора
Чуваши Крыма и Севастополя
Севастопольти чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗ 20 ҫул тултарчӗ Севастопольти чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗ 20 ҫул тултарчӗ 17.10.2024 11:14 Ҫавра ҫула вӗсем тӗрлӗ тӑрӑхри йӑхташсене пухса ытти халӑхсен ушкӑнӗсемпе пӗрле паллӑ турӗҫ. Аякри ентешсен ӗҫӗ-хӗлӗпе Алексей Енейкин паллаштарать. Крым ҫурутравӗнче вырнаҫнӑ паттӑр хулари ентешсем 2004-мӗш ҫулта чӑмӑртаннӑ. Малтанах ушкӑна ҫар ҫыннисем хастаррӑн хутшӑннӑ. Пӗрлехи тӗллевӗсене палӑртса ырӑ ӗҫе хӑйсен ҫемйисене явӑҫтарнӑ. Ҫапла майпа "Туслӑх" ансамбль те йӗркеленнӗ. Тарават чӑвашсем тӑван халӑх культурине аталантарса кашни ҫулах Акатуй, Уяв, чӑваш культурин кунӗсем тата ытти паллӑ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Культура центрӗнчи 33 тӗрлӗ халӑхпа килӗшсе ӗҫлеҫҫӗ. Крымпа Севастополь хулинче 5 пин ытла чӑваш пурӑнать. Официаллӑ кӑтартусене илес пулсан вара кӑштах сахалрах. 2021-мӗш ҫулхи ҫыравра Севастопольте 461 ҫын хӑйне чӑваш тесе ҫыртарнӑ. Ентешсен пӗрлӗхӗнче вара 50 ытла пайташ. Юлашки вӑхӑтра вӗсем ушкӑна ҫамрӑксене явӑҫтарассипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Хура тинӗс хӗрринчи мухтавлӑ ҫӗр ҫинче тӗпленнӗ чӑвашсем патриотика ыйтӑвне те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пирӗн паттӑрсен ячӗсем ӗмӗрлӗх халӑх асӗнче юлччӑр тесе ҫурутраври шкулсене вӗсен ячӗсене парассипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Мирон Ефимовпа Зоя Парфенова Совет Союзӗн геройӗсене халӗ пин-пин шкул ачи пӗлет. Ҫавӑн пекех Аслӑ вӑрҫӑра Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунӑ ентешсене халалласа палӑк уҫнӑ. Ку ӗҫре уйрӑмах Андрей Яковлевӑн тӳпи пысӑк. Вӑл ҫине...

0/0


0/0

0/0

0/0

0/0