салтак юрри

Аватар автора
Звезды поколения: успехи и трудности
Вӑрмар районӗнче, Шӑхаль ялӗнче юрлакан салтак юрри (1/3 пайӗ). Сӑмахӗсем чуна пырса тивеҫҫӗ, тем тесен те Гармонист: Дмитрий Моисеев Тухнине, хӗвел хӗрелсе тухнине, Шурӑ пир карса чарас ҫук. Иртнине, ҫамрӑках ӗмӗр иртнине Аллӑмпа тытса чарас ҫук. Хурӑнне, пӳрчӗ умӗнчи хурӑнне Кассаях юлӑр милӗклӗх. Милӗклӗх, кассаях юлӑр милӗклӗх Ҫулҫи тӑкӑнсан шӑпӑрлӑх. Ачине, ҫирӗм ҫулхи ҫав ачине Курсаях юлӑр вӑхӑтлӑх. Вӑхӑтлӑх, курсаях юлӑр вӑхӑтлӑх Таврӑнаймасӑн - ӗмӗрлӗх. Йывӑр-и, вырӑсла хапха йывӑр-и, Эпирех уҫса хупнӑ чух? Йывӑр-и, ҫакӑ самана йывӑр-и, Эпирех ӳссе ҫитнӗ чух? Ухнӑ чух, анатран твалла ухнӑ чух, Пуҫларӗ лаши тулхӑрма. Иртнӗ чух, савни тӗлӗнчен иртнӗ чух, Пуҫларӗ чунӗ хурланма. Шӗшкӗлӗх, сывӑ пул ӗнте, шӗшкӗлӗх, Мӑйӑр ҫиесси пулмарӗ. Чун савни, сывӑ пул ӗнте, чун савни, Пӗрле пурнасси пулмарӗ. Кайнӑ чух, эпирех кунтан кайнӑ чух, Тасални паха ан тейӗр. Тесессӗн, тасални паха тесессӗн, Пирӗн ҫамрӑк чун хурланать.

0/0


0/0

0/0

0/0