Чувашские песни под гармонь Ах, хуняма, хуняма — Иккĕмĕш анне. Полный видео разбор на гармони. Хит

Аватар автора
Популярные татарские песни
Цифры мелодии Куплет 17 19 19 19 8 19 7 18 19 19 77 17 18 20 20 20 9 20 8 19 20 20 20 9 19 Припев 19 99 20 8 19 7 20 20 20 9 19 7 18 19 19 19 8 19 7 18 19 19 77 17 19 99 20 8 19 7 20 20 20 9 19 7 18 19 19 19 8 19 7 18 19 19 77 17 Хуларан яла эп çитрĕм Шăп кăнтăрлала. Хуняма мана сăйларĕ Ăшă сăрапа.   Ах, хуняма, хуняма — Иккĕмĕш анне, Сăра тума çитейменшĕн Ан хăрт кĕрĕвне.   Хунямаçăм янтăланă Тахçанах мунча. Арăмпала килентĕмĕр Сиплĕн çапăнса.   Ах, хуняма, хуняма — Иккĕмĕш анне, Мунча хутма çитейменшĕн Ан хăрт кĕрĕвне.   Така пуç шӳрпи çитерчĕ Хуняма савса. Аншарлине те сыптарчĕ Кăшт сивлек пăхса.   Ах, хуняма, хуняма — Иккĕмĕш анне, Такине пусма çитменшĕн Ан хăрт кĕрĕвне.   Тутине хăш чух тăсать пек Хуняма темччен. Пăртак пурпĕр укçа пачĕ Пур-çук пенсинчен.   Ах, хуняма, хуняма — Иккĕмĕш анне, Укçа çапакан пулманшăн Ан хăрт кĕрĕвне.

0/0


0/0

0/0

0/0