Фарида: "Тĕлпулу юрри." Муз. Фариды Файзуллиной, сл.В.Шихранова

Аватар автора
Группа любителей творчества "ФАРИДА"
На сцене ДК "Тракторостроителей" г. Чебоксары Чарăнма пĕлмесĕрех-çке шав шаккат сехет Тĕлпулу саманчĕ çитрĕ, чунăм хĕпĕртет. Курманни чылай пулать-çке, ытарми туссем Чунсене тивсе шăранччĕр çепĕç юрăсем. Кăмăлпа кĕтсе илнишĕн тавтапуç сире. Çакăн пек туссем пулнишĕн хĕпĕртет чĕре! Малашне татах-çке пулĕç çĕн тĕлпулусем, Çепĕç туйăмпа шăранĕç пирĕн юрăсем. Сывлăхпа телей те ырлăх юнашар ялан Сирĕнпе пĕрле çÿретчĕр, хаклă тус-тăван! Кулленех сире лăпкатăр çут телей пурри, Сыхласа ялан упратăр çак тĕнче Турри!

0/0


0/0

0/0

0/0